Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӑри (Волгин В.)

Кӑнтӑртан килекен
Вӗҫен кайӑксенчен
Васкаса вӗҫсе килчӗ тӑри.
Ҫурхи лӑпкӑ ирпе
Сенкер пӗлӗт ҫинчен
Илтӗнет ытарма ҫук юрри.

Эх, утатпӑр хирпе,
Ҫут хӗвеллӗ ирпе, —
Савнӑ шкул аякран ялтӑрать.
Хӑвӑртрах, ачасем:
Кайӑксен юррипе
Шӑнкӑрав ӑмӑртса янӑрать.

1948

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 09:30:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2401 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем